Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӑкаллӑ Явӑш

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.

Яла автобуссем Вӑрнартан ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӗсем хутлама пӑрахнӑ.

Асӑннӑ рейс кӳршӗри тӑватӑ ял ҫыннисемшӗн те меллӗ пулнӑ. Унпа Кӗҫӗн Кипек, Уйкас Явӑш, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Мулакасси ял ҫыннисем те район центрне ҫитсе килме пултарнӑ.

«Ӗҫе кайма та, ӗҫпе тухса кӗме те, больницӑна тухтӑр патне ҫитме те май ҫук», – тесе кулянаҫҫӗ вырӑнтисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35160794_284210
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.

Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.

Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.

 

Республикӑра

ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, пӗвесене тата пушар тухсан усӑ курмалли пӗвесене тасатмалли проектсене пуҫаруллӑ бюджетировани программине кӗртме пултараҫҫӗ. Ҫавна май республикӑри темиҫе пӗвене (списока ҫынсем хӑйсем сӗннӗ) тасатма палӑртнӑ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулта ҫынсен унашкал пуҫарӑвӗсем ведомствӑна килнӗ, анчах саккун ҫуккине пула вӗсене конкурса кӗртеймен.

Кӑҫал ҫак районсенче пӗвесене тасатма палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑшра, Красноармейски районӗнчи Анаткасра, Хӗрлӗ Чутай районӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Костер ялӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Шӑмӑршӑра, Канаш районӗнчи Сухайкассинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56806
 

Ял пурнӑҫӗ Анастасия Изосимова
Анастасия Изосимова

Нумаях пулмасть Вӑрнар район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Горбунов, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров Анастасия Ильинична Изосимова ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне 90 ҫулхи юбилейпа саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, канлӗ ватлӑх суннӑ.

Анастасия Ильинична 1924 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӑкаллӑ Явӑшра ҫуралнӑ. Ӑс-тӑна малалла туптас ӗмӗчӗ вунӑ ҫул вӗреннӗ пулсан та пурнӑҫланайман — вӑрҫӑ чӑрмантарнӑ. Ҫав ҫулсенче вӑл та ытти ар-арӑм пекех колхозра ырми-канми тӑрӑшнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ. 1918 ҫулта ҫуралнӑ Филимон Изосимовичпа 1947 ҫулта ҫмӑшӑрланса ҫемье ҫавӑрса 6 ача — 2 хӗрпе 4 ывӑл — ҫуратса ӳстернӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ачисене пӗчӗкренех ӗҫе явӑҫтарнӑ тесе хыпарлать вырӑнти ял тӑрӑхӗ.

Филимон Изосимович вӑрҫӑ суранӗсене пула часах ҫӗре кӗнӗ. Ултӑ ачана ура ҫине тӑратма пӗрре те ҫӑмӑл пулман Анастасия Ильиничнӑна. Анчах та пуҫа усман, ялан ӗҫленӗ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пынӑ.

Анастасия Ильиничнӑна ывӑлӗ-хӗрӗсем, мӑнукӗсем чунтан хисеплесе сума сӑваҫҫӗ, тӑван киле килсех тӑраҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть